Ҫак кунсенче Кӑкшӑмри спортзалта Етӗрне районӗнчи «Заветы Ильича» (чӑв. Ильич халалӗ) колхоза 17 ҫул хушши ӑнӑҫлӑ ертсе пынӑ Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ Александров Вячеслав Александровича асӑнса теннис турнирӗ иртрӗ. Ҫулсарен иртекен ӑмӑрту кӑҫал 7-мӗш хут ирттерчӗҫ. Вячеслав Александрович ҫамрӑксене спорта явӑҫтарас, ял культурине аталантарас тесе хӑй вӑхӑтӗнче нумай тӑрӑшнӑ, Кӑкшӑм шкулӗнче вырнаҫнӑ музей валли материалсем пухас енӗпе чылай ӗҫленӗ. Кӑкшӑм ял администрацийӗ ҫулленех ун ячӗпе спорт ӑмӑртӑвӗсене ирттерме пулӑшать.
Кӑҫал теннис ӑмӑртӑвне Кӑкшӑмри шкул ачисем хастар хутшӑнчӗҫ. Чи маттуррисем Тимофеева Марина, Григорьева Кристина, Васюткина Мария, Алексей Кириллов, Александр Проказин, Михаил Жандаров тата Николай Крылов пулчӗҫ.
Аслисем хушшинчи кӗрешӳ те хастар иртрӗ. Кӑкшӑмри культура ҫурчӗн баянҫи Шаров А.В. яланхи пекех хастар пулчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем — Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗн спортсменӗсем Алексей Антонов, Валерий Лапин, Максим Казанбаев. Вячеслав Александрович ывӑлӗ Юрий Вячеславович пурне те виҫӗ, икӗ тата ер литр пылпа хӑналарӗ, кунсӑр пуҫне вырӑнти ял администрацийӗ кашнинех медаль, хисеп хучӗ тата парнесем парса чысларӗ.
Пушӑн 31-мӗшӗнче республикӑри ют чӗлхесене вӗрентекенсем педуниверситетра «Most dedicated teacher» — «Чи шанчӑклӑ вӗрентекен» конкурсӑн виҫҫӗмӗш тапхӑрне пухӑнчӗҫ. Ку ӑмӑртӑва республикӑри хальхи вӑхӑтри гуманитари вӗрентӳ центрӗ Лингва йӗркеленӗ. Кӑҫал вӑл 3-мӗш хут иртрӗ. Малтанхи тапхӑрта конкурсантсем эссе хайланӑ, унтан - методикӑпа тата грамматикӑпа тест витӗр тухнӑ. Виҫҫӗмӗш тура республикӑри тӗрлӗ районта ӗҫлекен 22 акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗ тивӗҫ пулнӑ.
Пухӑннисене ют чӗлхесен факультечӗн деканӗ Никитинская Лариса Владимировна саламларӗ. Алла Петровна Макарова пухӑннисене центр пирки каласа пачӗ, пурне те ӑнӑҫу сунчӗ. Пӑлхануллӑ самант. Кашни черет хутне туртса илет, черетпе билет туртса кӑларса ҫийӗнчех билет ыйтӑвӗсем ҫине тулли ответ пама тӑрӑшать. Калӑпӑр, Ирина Анатольевна Мареевӑн: «Енчен те сирӗн юратнӑ ҫынпа пӗрле урӑх нихӑҫан та хӑвӑн тӑванусене курмассине пӗле тӑрах аякри ҫӗршыва тухса каяс килет-и?» Наталия Михайловна Матвеевӑн — «Эсир мулпа ытларах хитререх тумланма е хваттере илемлетме усӑ курӑтӑр?». Александр Николаевич Николаевӑн — «Енчен те тепӗр эрнерен ядерлӑ вӑрҫӑ тухасса пӗлсен эсир вӑхӑта еплерех ирттернӗ пулӑттӑр?
Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланти культура ҫуртӗнче пӗр каҫра виҫӗ уява паллӑ турӗҫ: Ҫӗршыва хӳтӗлекенсен кунне, Ҫӑварние тата кӑҫал Етӗрне районӗ 85 ҫул тултарнӑ ятпа иртттерекен «Ман тӑван кӗтес — ман хавхалану» фестивале. Лӑк тулли пухӑннӑ залти халӑха чи малтан Пӗрҫырланти ял тӑрӑх пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Наталья Степановапа Етӗрне районӗн хисеплӗ ҫынни Аркадий Айдак саламларӗҫ.
Унтан «Илем», «Сӑр ен» ансамбльсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Иван Любимовпа Юлия Еремкина ертсе пыракан асӑннӑ ансамбльсем уяв кӗрекине ҫулсерен илем кӳреҫҫӗ. Владислав Петров «Районӑм 85-ре» сӑввине хавхаланса вуласа пачӗ. Богдан Айдак илемлӗ сассипе курма килнисене тыткӑнларӗ. Глазковсем шӳтпе култарчӗҫ, Юлияпа Валентина Еремкинасем «Коммун юррипе» чуна тыткӑнларӗҫ. Анна Беззубова Инди ташшипе паллаштарчӗ. Номер хыҫҫӑн номер, кӑмӑл хыҫҫӑн кӑмӑл улшӑнса пычӗҫ, паллах, савӑнӑҫ парнелерӗҫ. «Колосок» ача сачӗн коллективӗ ятарласа чӑваш тумӗсем ҫӗлеттернӗ, ҫӗнӗ юрӑсем вӗреннӗ, вӗсене шӑрантарчӗ.
Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланти культура ҫуртӗнче «Сӑр ен» фольклор ансамблӗ 25 ҫул тултарнине анлӑн паллӑ турӗҫ. Чӑвашра ҫӗр пин юрӑпа ҫӗр пин тӗрӗ пулнине 1986 ҫултанпа ҫирӗплетсе пыракан ансамбле саламлама хӑнасем йышлӑн килни те паха. Вӗсенчен Етӗрне район администраци тӗп специалист-эксперчӗ Нина Долгова, районти пенсионерсен пӗрлӗхӗн пуҫлӑхӗ, «Калинка» халӑх ансамбль ертӳҫи Валентин Семяхин, Чӑваш республикинчи Халӑх пултарулӑх ҫурчӗн пай пуҫлӑхӗ Светлана Лаврентьева, фольклор ӑсти Земфира Яковлева, «Содружество» фонд ертӳҫи Михаил Кузьмин, Пӗрҫырлан ял тӑрӑх пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Наталия Степанова тата ыттисем те чӑваш юррине аталантарса пыракан «Сӑр ене» ӑшшӑн саламларӗҫ, авалхи юрӑсене иккӗмӗш хут чӗрӗ сывлӑш вӗрсе кӗртсе пурнӑҫ парнеленӗшӗн тав турӗҫ. Уяв каҫӗнче юбилярсемпе пӗрле «Илем» ансамбль те савӑк юрӑсемпе кӑмӑла уҫрӗ. Фаина Михайлова, Елизавета Неопалимская, Алевтина Соколова юрӑҫсем те ҫепӗҫ сассисемпе курма килнисене тыткӑнларӗҫ.
Етӗрне районӗ 85 ҫул тултарнине халалласа ҫак тӑрӑхра фестиваль иртет.
«Мой край родной — мое ты вдохновенье» (чӑв. Тӑван енӗм — эсӗ манӑн хавхаланӑм) фестивале хутшӑнса Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗ ҫумӗнчи «Салам» ансамбль районти Мучар ял тӑрӑхӗн культура ҫуртӗнче пысӑк концерт кӑтартнӑ.
Программӑна «Салам» ансамбль уҫнӑ, курма пухӑннисене Елена Шарова, Алина Фёдорова, Надежда Мурзина, Ирина Семёнова шӑрантарнӑ «Ҫимӗк каҫӗ» юрӑ кӑмӑла кайнӑ. Ҫавӑн пекех Ирина Семенова, Екатерина Артемьевна Семёнова, Александр Витальевич Шаров баянҫӑ, Александр Владимиров, Николай Петров куракансене хитре юрӑсемпе савӑнтарнӑ.
Концерта Кӑкшӑм шкулӗн «Звездочка» (чӑв. «Ҫӑлтӑрчӑк») ансамблӗ хутшӑнса юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Залри халӑх уйрӑмах Алены Яковлева чикан ташшине тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ.
Уйкас ялӗнчи клуб-вулавӑш ӗҫченӗсем те яланах концертсене хастар хутшӑнаҫҫӗ. Ку хутӗнче те ҫурт заведующийӗ Сандыркина Рената Порфирьевна тата Шарова Венера явӑҫмасӑр юлмарӗҫ, куракансен кӑмӑлне чӗрене хускатакан юрӑсемпе ҫӗклерӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн республикӑра чӑрӑшсене сыхлассине вӑйлатнӑ. Вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем йӗрке хуралӗсемпе пӗрле лӑсӑллӑ вӑрмансене тӗрӗслеҫҫӗ, рейдсене тухаҫҫӗ. Ҫулсем ҫинче ятарлӑ постсем йӗркеленӗ. Республикӑра вӗсем 41. Унта чӑрӑш турттаракан машинӑсене чарса тӗрӗслеҫҫӗ, ирӗк илмесӗр йывӑҫсене касакансене палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал ҫакӑн пек пӗр тӗслӗх пулнӑ. Чӑваш Республикин ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен министрӗн ҫумӗ Анатолий Яковлев каласа панӑ тӑрӑх, Етӗрне районӗнче саккуна пӑсса чӑрӑш каснӑ ҫынна тытса чарнӑ. Вӑл вӑрман хуҫалӑхне 10 пин ытла тенкӗлӗх сӑтӑр тунӑ. Ун пирки халӗ пуҫилле ӗҫ пуҫарма пултараҫҫӗ. Йӗркене пӑхӑнманнисене административлӑ майпа та айӑплаҫҫӗ. Пӗр чӑрӑшшан 3-3,5 пин тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ, организацисен вара 50-100 пин тенкӗ кӑларса хума тивет. Ҫӗнӗ ҫул ытлашши хакла ан лартӑр тесен уяв йывӑҫҫисене сутӑн илнинчен лайӑххи нимӗн те ҫук. Чӑрӑшсене вӑрман хуҫӑлӑхӗсенче, пасарсенче тата ятарлӑ вырӑнсенче туянма пулать.
Ӗнер, чӳкӗн 9-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ача пахчине уҫнӑранпа 30 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ. Ачасене пӑхса ӳстерекен тата ӑс паракан ушкӑна салам сӑмахӗсемпе район администраци пуҫлӑхӗ Сергей Бандурин, Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗн пуҫӗ Константин Михайлов, «Ильич халалӗ» ЯХПК ертӳҫи Владимир Иванов, тата ыттисем тухса калаҫрӗҫ, грамотӑсемпе чысларӗҫ.
Ачасемпе ача пахчи ӗҫченӗсем вара пуҫтарӑннӑ хӑнасене тав туса ташӑ-юрӑсемпе савӑнтарчӗҫ.
Эпир те Кӑкшӑм ача пахчи 30 ҫул тултарнӑ ятпа пӗтӗм чӗререн саламлатпӑр!
Сӑнсем (48)
Пӗлме: ача пахчин никӗсне 1977 ҫулта хывнӑ. 1981 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вара вӑл пӗрремӗш ачасене йышӑннӑ. Пӗрремӗш заведущийӗ Каратаева Пелагея Григорьевна пулнӑ — вӑл ӗҫтешсен пӗрремӗш ушкӑнне пухнӑ, вӗрентӳ ӗҫне йӗркеленӗ.
Паянхи куна илес пулсан ача пахчи пурӗ 350 ача пӑхса ӳстернӗ. Паян унта 35 ача ҫӳрет, вӗсем 2 ушкӑна пухӑннӑ. Ӑс парас ӗҫе 10 ӗҫтеш хутшӑнать. Ача пахчине Людмила Ястребова ертсе пырать.
Етӗрне районӗнче «Мухтав хӗрарӑма» уяв иртнӗ. Пухӑннисене республикӑри хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх канашӗн социаллӑ политика, сывлӑх сыхлавӗн, физкультурӑпа спорт комитечӗн председателӗ Ольга Зайцева, Президентӑн пепкелӗх центрӗн тӗп тухтӑрӗ Алла Самойлова, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Леонид Ефремов, Чӑвашпотребсоюз Канашӗн председателӗ Валерий Павлов саламланӑ. Етӗрне районӗнчи Хӗрарӑмсен канашӗн пердседателӗ Ирина Облинова Тав ҫырӑвне тивӗҫ пулнӑ.
Районти кашни ял тӑрӑхӗнчен пӗрер хӗрарӑм сцена ҫине тухса хӑйӗнпе паллаштарчӗ, кашниех тӗрлӗ номинацире палӑрчӗ. Альбина Наумова Мӑн Сӗнтӗртен, Валентина Корчева Кӑкшӑмран, Людмила Русскова Мӑн Шемертентен, Ирина Григорьева Пӗрҫырлантан, Роза Михайлова Советскинчен, Нина Стексова Стрелецкинчен, Светлана Мельникова Мучартан.
ҪУР | 05 |
Паянхи кун тӗлне республикӑри шкулсенчен 73% ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне кӗтсе илме хатӗр. Кун пирки Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерстви сайчӗ пӗлтерет. Ҫӗнӗ Шупашкарти учрежденисем 100 проценчӗпех хатӗр. Вӗсенчен Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Елчӗк районӗнчи шкулсем юлмаҫҫӗ — унта та 100% кӑтартупа танлашнӑ. Куславкка (92,5%), Ҫӗмӗрле (90%), Тӑвай (90%), Элӗк (85%), Сӗнтӗрвӑрри (85%) тата Патӑрьел районӗсенчи (85%) шкулсене те хатӗрлесе ҫитернипе пӗрех.
Ытти вӗренӳ учрежденийӗсене пӑхас пулсан муниципаллӑ комиссисем 196 шкул умӗнхи пӗлӳ паракан (49%) учреждение, 35 (59%) ачасене хушма пӗлӳ паракан учреждение, республика шайӗнчи 10 (59%) пуҫламӑш тата 2 (40%) вӑтам професилле пӗлӳ паракан учреждение йышӑннӑ.
Пӗлме: Чӑваш Енре пӗтӗмешле шутласан пурӗ 439 шкул умӗнхи пӗлӳ паракан учреждени, 501 ахаль шкул, 11 каҫхи шкул.
Шӑматкун, утӑн 30-мӗшӗнче, Етӗрне тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ Анатри Явӑшра уяв иртрӗ — Ял кунне палӑртрӗҫ.
Анатри Явӑш ялне XVIII ӗмӗрте никӗсленӗ, куҫса килекенсем Мӑн Явӑш ялӗнчен пулнӑ. Вӗсем тӗп ялтан тухса Хурашаш шывӗ хӗрринче хӑйсем валли вырӑн тупнӑ пулнӑ.
Уява салам сӑмахӗсемсӗр иртмерӗ — пӗрисене нумай ача пӑхса ӳстернӗшӗн, теприсене хуҫалӑха лайӑх тытса пынишӗн, виҫҫӗмӗшӗсене 50 ҫул ытла пӗрле мӑшӑрланса пурӑннӑшӑн. Вӑрҫӑпа тыл ветеранӗсене те манмарӗҫ — вӗсем те ял тӑрӑх администрацийӗнчен чаплӑ парнесене тивӗҫрӗҫ. Ӑмӑртусем те пулчӗҫ — ачасем асфальт ҫинче пурапа ӳкерчӗҫ, ҫӳҫ-пуҫ илемӗпе тупӑшрӗҫ (мала 3 хӗрача тухрӗ: Беловсен Аннӑпа Настя тата Алина Васильева).
Юрӑ-ташӑсӑр уяв, паллах, иртмерӗ — Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗнчи «Вылӑ» фольклор ушкӑнӗ, Кивӗ Тинкеш ял тӑрӑхӗнчи ушкӑн, Элӗк районӗнчи хӑнасем пулчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |